Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Белецкисем – ырă кăмăллă çынсем

Çемье çулталăкĕнче пирĕн районта тата тепĕр икĕ ача кил ăшшине тупрĕ. Акă, анчахрах Яккушкăнь ялĕнчи Ирина Васильевнăпа Федор Леонидович Белецкисем пиччĕшпе шăллĕне - Андрейпа Дмитрие  хăйсем патне усрава илнĕ. Унччен вĕсем Шупашкарти ача-пăча çуртĕнче пурăннă. Ачасене интерната амăшне хăйĕн прависенчен хăтарнă пирки вырнаçтарнă иккен. Унччен вара ашшĕ çĕре кĕнĕ пулнă. Çĕнĕ ашшĕпе амăшĕн ача-пăча пăхса ÿстерес енĕпе опычĕ самаях пысăк - Белецкисен хăйсен 5 ача вĕт-ха. Ирина Васильевна Мăн Ямаш шкулĕнче географи вĕрентет. Белецкисем - чăннипех те туслă, ĕçчен çемье. Вĕсем пысăк та хăтлă çуртра пурăнаççĕ, кунта пурин валли те вырăн пур. Килте-çуртра туслăх, ырă кăмăллăх хуçаланать. Ачасем никамран та ютшăнмаççĕ, хăйсене телейлĕ туяççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2008
00:00
Поделиться
;