Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăр ентешĕмĕр 93 çулта

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимович Ефимов 93 çул тултарчĕ. Вăл 1915 çулта Самушка ялĕнче çуралнă. 1926 çулта Вырăс Сурăмĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. 1939 çулта Ейскри Тинĕс-Çар авиаци училищинчен вĕренсе тухать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Мирон Ефимович Хура тинĕс флочĕн Сывлăш-Çар вăйĕсен 18-мĕш полкĕнчи летчик-штурмовикĕ пулса кĕрет. Çар заданийĕсене кăтартуллă пурнăçланăшăн, хăюллăхпа паттăрлăхшăн Мирон Ефимова 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне параççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Мирон Ефимович 300 хутчен ытла сывлăша çĕкленнĕ. Вăл фашистсен 17 самолетне, 19 танкне, темиçе карапа, 500 автомашинине тĕп тунă. Элĕкри литературăпа краеведени халăх музейĕнче Герой ячĕпе курав йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 сентября 2008
00:00
Поделиться
;