Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем нумайрах çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ çурла уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ уйăхра 19 ача çуралнине регистрациленĕ: 14 хĕр ачапа 5 арçын ача. Пĕлтĕрхи августрипе танлаштарсан, 4 ача ытларах çуралнă. Пĕрремĕш ача 9 çемьере  кун çути курнă, 2 киле иккĕмĕш пепке килнĕ. Вилеслĕх пĕлтĕрхинчен чакнă. Кăçалхи çурла уйăхĕнче  29 çын леш тĕнчене ăсаннă (2007 çулхи августра - 32 çын). Вилнисенчен 16-шĕ - арçынсем, 13-шĕ - хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ - 51 çул, хĕрарăмсен - 83 çул. Кăçалхи çурла уйăхĕнче 23 мăшăр пĕрлешнĕ (иртнĕ çулхи августра - 27 мăшăр). 4 мăшăр пĕр-пĕринпе уйрăлнă (пĕлтĕр - 2 мăшăр).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 сентября 2008
00:00
Поделиться