Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Цех ĕçне йĕркелесе янă

Юлăшри пилорама нумай çул ăнăçлă ĕçлет. Иртнĕ çулсенчех кунта чус-хăма çуртарма таврари ялсенчен те пырсах тăнă. Юлашки вăхăтра ку енĕпе пилорамăсем питех ĕçлеменни паллă. Мĕншĕн тесен çынсем чус-хăмана ытларах сутăн илеççĕ. Апла пулин те юлăшри ĕç калăпĕшĕпе чакнă тееймĕн. Виктор Максимов цех ĕçне йĕркелесе янă. Ăста специалист кунта чÿрече рамисене алăк блокĕсене ăсталать. Хальхи вăхăтра фермăсене хĕле хатĕрлес енĕпе «Новый путь» хуçалăха пысăк пулăшу парать. Çак кунсенче Шĕвĕшри фермăна чÿрече рамисемпе тивĕçтерессипе тимлет. В. Максимов рамщик-строитель ял çыннисен заказĕсене те лайăх пахалăхпа пурнăçлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 сентября 2008
00:00
Поделиться
;