Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эстафета Элĕк витĕр иртнĕ

А Николаев çуралнă куна халалласа авăн уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче республикăра çăмăл атлетикăн  эстафети иртнĕ. Ăна пуçарса яракансем – ЧР Спорт тата Вĕрентÿ министерствисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем.

Паллă космонавта халалланă чупу Элĕк районне те çитнĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекесем Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсен чиккинче кÿршĕсенчен -Çĕнĕ Атай шкулĕнче пĕлÿ пухакансенчен эстафета илнĕ. Чупăва çавăн пекех Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Вĕсем эстафета патакне Шупашкар район ачисене панă.

Эстафетăна хутшăнакансене вĕрентÿ управлеийĕн начальник ĕçĕсене туса пыракан И.Ильина, çамрăксем енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Л.Андреева тата ыттисем те саламланă.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2008
00:00
Поделиться
;