Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илекенсем хушăнсах пыраççĕ

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕ районта Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă çăмăллăхлă кредит илекенсен йышĕ ÿссех пырать. Сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне илсен, ялсенче пурăнакан 85 çын заемщиксем пулса тăнă. Вĕсене килти хушма хуçалăх аталантарма  12130 пин тенкĕ укçа кивçен панă.

Çулталăк пуçланнăранпа Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем 2080 пин, Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем – 1798 пин, Тăват ял тăрăхĕнче пурăнакансем 1595 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме пуçланăранпа Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă 364 çын 53444 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2008
00:00
Поделиться
;