Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура В. Аверкиев малта

Районта тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнерсен ăмăртăвĕ хĕрÿ тупăшура иртет. Ятарласа йĕркеленĕ комисси экономика ăмăртăвĕн виçĕ эрнери кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăнта - “Правда” уçă акционерлă общество комбайнерĕ Вячеслав Владимирович Аверкиев. Вăл “Дон-1500” комбайнпа 396 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Çавăн йышши комбайнпах 384 тонна çапса тĕшĕлесе “Витязь”  хуçалăх комбайнерĕ Иван Александрович Николаев иккĕмĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăнта - “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕн комбайнерĕ Вениамин Владимирович Константинов. Вăл СК-5 “Нива” комбайнпа 252 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăмăрту  çĕнтерÿçисене Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче  хаклă парнесемпе чыслаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 сентября 2008
00:00
Поделиться
;