Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿкерÿ ушкăнĕ – Элĕк тăрăхĕнче

Иртнĕ эрнере Чăваш телевиденийĕн ÿкерÿ ушкăнĕ Элĕк районне килсе кайнă. Республикăри телевидени корреспонденчĕсем ял хуçалăх пайĕн начальникĕ    А.Прохоров ертсе пынипе В.Журавлев хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курнă, вырăнти ĕç-хĕлпе паллашнă. Фермер патĕнче пулнă хыççăн Юманлăх ялне çул тытнă. 83 çулхи Авраам Семеновичпа курнăçнă корреспондентсем. А.Семенов ватă пулин те пыл хурчĕсемпе аппаланма юратать. Вăрçă ветеранĕ пыл мĕнле туса илмеллине  лайăх пĕлет. Килти хуçалăхра çавăн пекех вунă качака  тата кроликсем пур. Вĕсене те пăхма тивет. Авраам Семенович нумай интереслине каласа панă.

Чăваш телевиденийĕ пирĕн районта ÿкернĕ хăш-пĕр сюжетсене кăтартнă та ĕнтĕ


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2008
00:00
Поделиться
;