Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Организацисенче шалу ÿсет

Патшалăх статистикин федераци службин территори органĕ пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕчĕк предпринимателлĕх шутне кĕмен организацисенче ĕçлекенсен шалăвĕ кăçалхи çур çулта вăтамран шутласан 7263,7 тенкĕпе танлашнă. Уйăхри ĕç укçи  141,6 процент ÿснĕ.

Утă уйăхĕнче кунашкал организацисенче ĕçлекенсен шалăвĕ 7933,7 тенкĕ пулнă. Ÿсĕм, пĕлтĕрхи июльтипе танлаштарсан, 47 процент.

Ял хуçалăхĕнче вăтам ĕç укçи 159,1 процент, продукци тирпейлекен отрасльте - 171,6, суту-илÿре - 138,1, электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтерекен организацисенче - 157,2, вĕрентÿре - 146,9, сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă пулăшура 151,8 процент ÿснĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2008
00:00
Поделиться
;