Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем çĕр улми пуçтараççĕ

Районти хуçалăхсенче хĕрÿ ĕççин юлашки тапхăрĕ пырать. Пĕрисем ака-суха ĕçĕсене вĕçлессипе тимлеççĕ пулсан, тенисем çĕр улми кăларса пуçтарассипе  тăрăшаççĕ. «Правда уçă акционерлă обществă кĕçал «иккĕмĕш çăкăра» 10 гектар çĕр лаптăкĕ çинче лартнă. япăх мар пулнă-ха тухăç. Çĕр ĕçченĕсене пулăшма вара уя Тенири тулли мар вăтам шкулта 5-9 классенче вĕренекенсем те тухнă. Ырă ĕçсен çулталăк.нче Людмила Иванова шкул директорĕ ертсе пынипе ачасемпе  класс ертÿçисем обществăна пысăк пулăшу кÿме палăртнă. Çитĕнекен ăру пĕр-пĕринпе ăмăртса ăнса пулнă çĕр улмие пуçтарнă касă вĕçне маларах тухма ăнтăлнă. Ĕç вĕресе çĕç тăнă. Палăртнă ĕçе вĕçлĕç те каллех партăсем хушшине ларĕç ачасем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 сентября 2008
00:00
Поделиться
;