Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Варнава Владыка Ураскилт чиркĕвĕнче кĕлĕ вуланă

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Тап-таса Турамăшĕ Мария çуралнă куна паллă тунă. Çав ятпа унăн ячĕпе тăракан Ураскилт чиркĕвĕнче чаплă литурги иртнĕ. Уяв кунхине Турă çуртне таврари халăх йышлă пухăннă. Вĕсем Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна, Чăваш епархийĕн благочиннăйне Геннадий протоиерее çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ çĕрте Ураскилт, Элĕк, Нурăс чиркĕвĕсен настоятелĕсем Александр атте, Виктор атте, Сергий атте, район пуçлăхĕ А.И.Платонов, чиркÿсен служителĕсем пулнă. Ураскилтре хăватлă кĕлĕсем вуланă хыççăн Варнава владыка Элĕк чиркĕвне  çитсе курнă. Кунта ăна Виктор иерей çĕнĕ чиркĕве тăвас ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Владыка ку таранччен пурнăçланă  ĕç-хĕлпе кăмăллă юлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2008
00:00
Поделиться
;