Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк ачисем нимĕçле те пĕлеççĕ

Республикăра нимĕç чĕлхипе ирттернĕ Олимпиада кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ 42 шкулти 101 вĕренекен хутшăннă. 9-мĕш класрисем – 21, ача 10-мĕшĕнчисем – 27, 11-мĕшĕнчисем – 41, 9-11 –мĕш классенчисем нимĕç чĕлхипе пĕрле тепĕр  ют чĕлхене вĕренекенсем – 24 ача. Олимпиадăра Элĕк шкулĕнчи 10-мĕш класри Ольга Петрова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 11-мĕш класри Светлана Захарова вара виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика  университетĕнче чыслаççĕ. Çавăн чухне университетра «Чăваш енри Германи кунĕсем-2008» официаллă йĕркепе уçăлаççĕ. Унта Германи посолĕ Вальтер Юрген Шмидт господин тата нимĕçсен академилле ылмашăнусен службин Элчи Томас Праль господин пулаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 сентября 2008
00:00
Поделиться
;