Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк яла – такăр çул

ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕ Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн территорийĕнчи çулсене юсаса çĕнетессипе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕнче пĕтĕмпе те 13 кил кăна шутланать. Унта пурăнакансене те тухса çÿреме лайăх майсем пулччăр тетпĕр. Яла çитме такăр çул тăвассипе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Строительсем халĕ çĕр хăпартассипе тимлеççĕ.. Хыççăнхи ĕçсем – хăйăр, вак чул сарасси. 800 метр çула çывăх вăхăтрах асфальтласа хытарма палăртнă. Çапла вара пĕчĕк ял та кĕçех асфальтлă çулпа çыхăнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 сентября 2008
00:00
Поделиться
;