Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çитменлĕхсемшĕн çирĕп асăрхаттарнă

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин градостроительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министр çумĕ Сергей Банюк Элĕк районне килсе кайрĕ. Вăл малтанах Мăн Вылăра, Мăн Тукташра шывпа тивĕçтерекен объектсенче пулчĕ. Подряд организацийĕсене хăш-пĕр çитменлĕхсене икĕ эрнере пĕтерме сĕнчĕ. Çавăн пекех министр çумĕ Элĕкри виçĕ хутлă 30 хваттерлĕ çуртăн строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ. Асăннă çурта ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çĕклеççĕ, ăна пурнăçа кĕртме кăçал района республика бюджетĕнчен 6800 пин тенкĕ укçа килнĕ. Сергей Банюк строительство ĕçĕпе паллашнă май хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртрĕ. Подрядчиксем çурта хута ярассипе палăртнă вăхăтран кая юлнине çирĕп асăрхаттарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;