Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйтупа йышăннă

Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Федерацийĕн Канашĕн П.В. Семенов депутатăн пулăшаканĕ Анатолий Чернов Элĕкри «Единая Россия» партин обществăлла приемнăйĕнче район халăхне йышăнчĕ. Пухăннă çынсем уйрăмах Чăваш Сурăм, Пĕчĕк тата Мăн Шĕвĕш ялĕсене çыхăнтаракан çула тăвас ыйтăва хускатрĕç. Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсемпе, медицина пулăшĕвĕ çинче  те чарăнса тăчĕç. «Волга» хуçалăхра ĕçленĕ çынсем халĕ те шалу илсе пĕтереймеççĕ. Суд та пулнă ĕнтĕ  анчах çаплипех  ĕç укçине памаççĕ. Мăн тумалла? Çак ыйтăва пачĕç те Татмăш тăрăхĕнчен килнисем. Халăха хумхантаракан ыйтусене татса пама кашнин патнех хурав çитерме   шантарчĕ депутатăн пулăшуçи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;