Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Министр милиционерсен ĕçне хак пачĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн актсен залĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов тата район пуçлăхĕ А. Платонов хутшăнчĕç. Кăçал район территорийĕнче 184 преступлени пулса иртнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан йĕркене пăсасси, хурахла ĕçсем тăвасси чакнă. Министр районти йĕркелĕх хуралçисен ĕçне тишкерсе  хак пачĕ. Элек районĕнче преступленисене уçса парассипе япăх мар ĕçлеççĕ, анчах та лавккасене çаратнă преступленисене уçассипе çитменлĕхсем те пур-ха. Автотранспортсене вăрланă «кукăр алăсене» тытса чарассипе оперативлăх сахалрах. Вăрăсен çулне пÿлессипе вырăнсенче ытларах ĕçлемелле, профилактика мероприятийĕсем йĕркелемелле. Каçхи рейдсене тухакансен кашни объектах çитме тăрăшмалла.

«Çак çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтермелле»,- çирĕппен асăрхаттарчĕ министр.   


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;