Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Курава хутшăнчĕç, хисепе тивĕçрĕç

Нумаях пулмасть ”Чувашское” пĕрлешÿре ăратлă выльăхсен республикăри куравĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан ”Романов” хресчен-фермер хуçалăхĕ тата ”Новый путь” ял хуçалăх предприятийĕ хутшăнчĕç. Курава Мăн Шĕвĕшри сысна ферминчен 7 пуç ăратлă çамрăк аçасем тăратнă. Вĕсем 2-мĕш  степĕнлĕ аттестата тивĕçрĕç, унсăр пуçне 10-12 уйăхсенчи тына пăрусене кĕмĕл медальпе хакларĕç. Экспертсем пирĕн хуçалăхри “романовски” сурăхсене те палăртса хăварчĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви  “Новый путь” хуçалăха ăратлă выльăхсем ĕрчетес енĕпе пысăк кăтартусем тунăшăн дипломпа чысларĕ. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2008
00:00
Поделиться
;