Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкартан Улатăр таран

Сывă пурнăç йĕркине сарас, хамăр сывлăха тата тăван тăрăха упрама хăнăхтарас, япăх йăласене пăрахтарас тĕллевпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет. Акци тапхăрĕнче медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Паллах, спорт мероприятийĕсем те пулĕç. Планра ыр кăмăллăх акцийĕсем те пур. Социологи тĕпчевĕсене те мероприятисен шутне кĕртнĕ.



"Хыпар"
08 октября 2008
00:00
Поделиться
;