Ĕçсĕр юлнисем сахаланнă
Кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекенсем вакансисен банкне 624 заявлени тăратнă. Пĕлтĕр кун пек ыйтусем 668 пулнă. Ĕçсĕр тăрса юлнисене ĕçпе тивĕçтересси те лайăхланса пырать. Кăрлач-авăн уйăхсенче ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе 515 çынна вырнаçтарнă. «Пирвайхи ĕç вырăнĕ» программăпа килĕшÿллĕн шкултан вĕренсе тухнă 1 çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ. Каникул вăхăтĕнче 14-18 çулсенчи 285 ача вăхăтлăх ĕçре пулнă. Ĕçсĕр юлнă 36 çынна професси пĕлĕвĕ илме янă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета