Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинке» Суздальсене савăнтарнă

Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» фольклор ушкăнĕ Владимир облаçĕнчи Суздаль район пуçлăхĕ М.Н.Иванов чĕннипе Суздаль хулине кайса килнĕ. Кунта пирĕн ентешсем иккĕмĕш  Евфросинья ярмаркине хутшăннă. Концерт программинче хăна тата туй юррисем янăранă. Уява хастар хутшăннăшăн «Валинке» ансамбле дипломпа тата хаклă парнепе чысланă. Элĕксем архитектурăпа истори тĕлĕшĕнчен паллă вырăнсене çитсе курнă. Вĕсем Пукрав монастырĕнче пулса унăн историйĕпе,  монахиньăсен паянхи пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллашнă. Суздаль хулин библиотекипе информаци цетрĕнчи пулни те нумайлăха асра юлĕ. Фольклор ушкăнне Владимир çĕрĕ çинче пурăнакан хамăр ентешсем баян парнеленĕ. Суздаль районĕн культура пайĕн ертÿçи  А.И.Емелин чĕвашсен йăли-йĕркипе традицийĕсем питех те хăйне евĕрлĕ пулнине палăртнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 октября 2008
00:00
Поделиться
;