Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк шкулĕн спортсменĕсем – иккĕмĕшсем

Шупашкар хулинчи «Спартак» стадионта «Советская Чувашия» хаçат призĕсемшĕн çăмăл атлетсене йăлана кĕнĕ эстафети иртнĕ. Пирĕн районтан унта çак ушкăнсенче тупăшнă: «Вăтам пĕлÿ паракан шкулсем» (Элĕк тата Тавăт шкулĕсем), «Вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулсем» (Вутлан шкулĕ), «Ял – хула администрацийĕн командисем» (район администрацийĕ), «Район – хула хаçачĕсен командисем» (райхаçат редакцийĕ). Ăмăртусем шкул ачисем хушшинче питĕ çивĕч иртнĕ. Пирĕн ентешсем республика шкулĕсем хушшинче маххă паман – Элĕк шкулĕнчи чупуçăсем финиша иккĕмĕш çитнĕ.Кăçал район администрацийĕн ĕçченĕсем те эстафетăна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем хăйсен умне çакăн пек тĕллев лартнă - кăçал пĕлтĕрхинчен малти вырăна йышăнмалла. Мĕнех, çакна ăнăçлă пурнăçланă вĕсем: виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.     

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;