Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк ялсене – пысăк тимлĕх

Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи агитбригада хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шырать. Коллектив, акă, ытларах ватă çынсем пурăнакан пĕчĕк ялсене çитме тăрăшать. Кăна валли «Тимлĕхпе пулăшу» ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ – пĕчĕк ялсене пулăшасси. Концертсен программине ватă çынсене чун –чĕре ыйтăвне тивĕçтерессипе тата культура пуянлăхне сыхласса хăварассине шута илсе хатĕрленĕ. Унта – халăх юррисем, легендăсем, сăвăсем тата ытти те. Анчахрах агидбригада Смородино ялĕнче пулса савăк концерт кăтартнă. Унта ĕлĕкхи хăна, туй, йăла – йĕрке юррисем янăранă. Ял çыннисем хăйсене çакăн пек концертпа савăнтарса тимлĕх уйăрнăшăн кăмăллă юлнă.      



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;