Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Информаци кунĕнче - çивĕч ыйтусем

Юпа уйăхĕн 15 – мĕшĕнче республикăра черетлĕ информаци куне иртрĕ. Пирĕн районта Чăваш Республикин хула строительствипе общество инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров пулнă. Район пуçлăхĕпе Анатолий Платоновпа пĕрле вăл физкультурăпа спорт комплексне тунă çĕре çитсе курнă. Унтан Александр Николаевич Элĕк салинче виçĕ хутлă, 30 хваттерлĕ çурта тăвас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Александр Гончаров çавăн пекех çул – йĕр тăвакан объектсенче те пулнă.Чăваш Республикин «Агро – Инновации» унитарлă предприяти директорĕ Николай Васильев Шĕмшеш ял тăрăхне çитсе «Шумшеваши» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Витязь» обществăра, С. Волков хресчен – фермер хуçалăхĕнче пулнă, халăхпа тĕл пулса калаçнă. Тĕл пулусенче ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене хускатнă.     


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 октября 2008
00:00
Поделиться
;