Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

М. Максимов – пуринчен те вăйли

Шупашкарти Спорт керменĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР спорт мастерне Д.С. Игнатьева асăнса бокс ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем тăваттăн тан хутшăннă, спорт мастерĕн кандидачĕ Максим Максимов (Элĕк  салинчен, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет) тата Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Михаил Ермаков, Сергей Михайлов,  Олег Петров.

Тупăшу иртнĕ çĕрте ЧР Президенчĕ Н. Федоров та пулнă. Ахальтен мар: Николай Васильевич Д.С. Игнатьев патĕнче бокс ăсталăхне хăнăхнă иккен, çавна май вăл тренерне ăшпиллĕн аса илнĕ. ЧР Президенчĕ чăваш тата Чулхула каччисен Максим Максимовпа Артур Тамаянăн рингри тытăçăвна хыттăн сăнанă. Хĕрÿ кĕрешÿре Максим çĕнтернĕ. Элĕк каччине республика ертÿçи саламланă, парнепе чысланă. Президент «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн»  хатĕрленĕ парнене те – ноутбука – М.Максимовах тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2008
00:00
Поделиться
;