Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ спектакль хатĕрлеççĕ

«Валинке» халăх фольклор коллективĕ хăйĕн çĕнĕ программине Шĕмшешри Ватăсен çуртĕнче кăтартма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра халăх юррисен И. Вдовина ячĕллĕ «Ай юрлар-и» республикăри 3 конкурсне каякансене суйласа илес тата репертуара палăртас ĕç пырать.

Драма халăх коллективĕн ача-пăча студийĕ Юхма Мишин «Шăна кăмпи» хайлавĕ тăрăх юмах-спектакль хатĕрлеть. Ачасем ку спектакльпе республикăри ачасемпе çамрăксен «Юмах çăл куçĕ» театр пултарулăхĕн зонăри конкурсне хутшăнасшăн. Вăл чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Красноармейскинчи культурăпа кану центрĕнче иртмелле. Театр коллективĕн аслисен ушкăнĕ М. Андреевăн «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» пьесипе ĕçлет. Бал ташшисен «Грация» халăх коллективĕ те тимлесех çĕнĕ программа хатĕрлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 октября 2008
00:00
Поделиться
;