Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье ăшшине тупнă

 

АЧАСЕМ – пирĕн пуласлăх. Вĕсен пуласлăхĕ мĕнле пуласси пепке епле çемьере çитĕнинчен килет. Çураçупа килĕшÿ хуçаланакан çемьере ÿснĕ ача сывлăхлă пулать, аталанать пурнăçра хăйĕн вырăнне тупать.

Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Анастасийăпа Илья Челышевем хăйсен телейне - çĕнĕ ашшĕ-амăшне – тупрĕç. Сăмах май, ачасен тăван ашшĕ-амăшне ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтăрнă. Настьăпа Ильяна сиплев учрежденине вырнаçтарнă пулнă. Настя – 2,5, Илья - çулталăк çурăра.

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Тени ялĕнче Любовь Ивановнăпа Лев Витальевич Никитинсем аппăшĕпе шăллĕне усрава илчĕç. Любовь Ивановна ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Лев Витальевич фермер хуçалăхĕнче вăй хурать. Ачасем çĕнĕ çемьере хăйсене питĕ лайăх туяççĕ. 



"Хыпар"
29 октября 2008
00:00
Поделиться
;