Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникул усăллă иртĕ

Кану кунĕсем шкул ачисемшĕн – чи савăнăçлă вăхăт. Вĕренÿ çинчен шутламалла мар вĕсен, сывлăха çирĕплетсе вăй-хал пухмалла.

Кĕрхи каникулсен тапхăрĕнче Йăлкăш тата Мăн Вылă шкулĕсенче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем уçăлĕç. Ачасем унта кăнтăрлахи вăхăтра пулаççĕ. Лагерьсем чÿк уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче ĕçлĕç. Вĕсене 80 ача çÿрĕ. Ытларахăшĕ вĕсем – нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата тулли мар çемьесенчен социаллă хăрушлăх ушкăнĕнчи çамрăксем.

Лагерьсенчи сменăра сывлăха çирĕплетесси вĕренÿ тĕп вырăнта пулаççĕ. Ачасем тутлă та паха апат-çимĕçпе апатланĕç пултарулăх конкурсĕсене хутшăнаççĕ

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 ноября 2008
00:00
Поделиться
;