Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсран пуш алăпа таврăнмарĕç

Элĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче те туптаççĕ. Чÿк уйăхĕн 3-4 –мĕшĕсенче асăннă шкулăн вĕренекенĕсем Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри вырăс ташшисен иккĕмĕш уçă конкурсне хутшăнчĕç. Чÿк уйăхĕн виççĕмĕшĕнче халăх ташшисен конкурсĕ иртрĕ. Кунта М. Ефимова «Катеринушка» номерĕпе куракансен умне тухрĕ, виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăлах Эдуард Кирилловпа пĕрле ташларĕ, дуэта пысăк хак пачĕç, пĕчĕк артистсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Аня Орлова «Пукане» ташшипе пурин кăмăлне те çĕклерĕ, зала чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Пултаруллă пĕчĕк акăшпи пĕрремĕш  вырăна тухрĕ, медаллĕ пулчĕ. «Яра пар» чăваш ташши те пухăннисене савăнăç парнелерĕ. Вырăспа чăваш ташшисемшĕн виççĕмĕш вырăна тухрăмăр, кубок илсе килтĕмĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 ноября 2008
00:00
Поделиться
;