Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç тухăçне ÿстерме ыйтнă

Элĕкре физкультурăпа спорт комплексне тăвас ĕçсем анлă сарăлнă. Хальхи вăхăтра кунта шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, урай сарассипе тимлеççĕ, çавăн пекех комплекс таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртессипе те вăй хураççĕ. Строительство ĕçĕсемпе паллашма Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев килнĕ. Вăл район пуçлăхĕпе А. Платоновпа объекта çитсе курнă, планерка ирттернĕ. Спорт комплексĕ, малтан палăртнă тăрăх, декабрĕн 25-мĕшĕнче уçăлмалла. «Вăхăт нумай юлмасть, çавăнпа строительсен ĕç тухăçлăхне татах та ÿстермелле», - тенĕ министр.

Сăмах май каласан, спорт комлексĕн çуртне ят парассипе конкурс иртнĕччĕ. «Хĕлхем» ят çинче чарăнса тăнă. Çапла вара халĕ спорт комплексĕн ят та пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2008
00:00
Поделиться
;