Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Приставсен - çĕнĕ çурт

Суд приставĕсен Элĕк районĕнчи пайĕшĕн çак кун историе кĕрсе юлĕ – унта пайăн çĕнĕ администраци çуртне уçнă, çавăн пекех юнашар пулакан пĕчĕк парк «никĕсне» хывса хăварнă.

Çĕнĕ çурта уçма Чăваш Енĕн тĕп суд приставĕ И.Корсаков, район ертÿçи А.Платонов, вырăнти ведомствăсемпе службăсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Суд приставĕсен çĕнĕ çурчĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 200 тăваткал метра яхăн.  Йышăну, ĕç пÿлĕмĕсем, архив – пĕтĕмпех пур. Палах, ку приставсен ĕç условийĕсене те çĕнĕ  шая çĕклет, килен-каян çыншăн та меллĕ.

Сăмах май, Федерацин суд приставĕсен  службин республикăри управленийĕ хăйĕн районсенчи подразделенийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсас, çĕнĕ çуртсем тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Кĕçех Канашри пай та çĕнĕ администраци çуртне те куçĕ.  



"Хыпар"
13 ноября 2008
00:00
Поделиться
;