Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит пулăшу кÿрет

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа районта пурăнакансем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредитпа ытларах та ытларах усă кураççĕ. Акă, ку таранччен кăçал ялти 380 çын 54 миллион та 431 пин тенкĕлĕх кивçен паракан укçапа усă курнă. Пĕтĕмĕшле вара наци проектне ĕçе кĕртме тытăннăранпа 195 миллион та 206 пин тенкĕлĕх  1519 кредит панă. Çакă вăл мĕн пур хушма хуçалăхсен 17 проценчĕ пулать.

Çăмăллатнă кредитпа Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем тухăçлă усă кураççĕ. Кăçал авă  82 кивçенçĕ 10 миллион та 523 пин тенкĕ кредит илнĕ. Ку енĕпе Тавăт ял тăрăхĕ те ăнăçлă ĕçлет. Кăçал ку тăрăхра пурăнакансем 7 миллион та 287 пин тенкĕпе усă курнă, Шĕмшеш ял тăрăхĕ кивçенçĕсене –  5 миллион та 631 пин тенкĕ, Ехремкасси ял тăрăхĕ 5 миллион та 245 пин тенкĕ уйăрса панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2008
00:00
Поделиться
;