Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв çынсен чĕрисене ăшăтрĕ

Çак кунсенче Шураç ялĕнче «Савнă ялăм ман Шураç» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Михайлов кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăнчĕ. Кĕнеке авторĕ М. Ильина  хăйĕн çĕнĕ ĕçĕпе паллаштарчĕ, çавăн пекех репертуарĕнчи юрăсене юрларĕ. Программăна чăваш эстрада юрăçисем малалла тăсрĕç, К.Ефремов, А.Сари, П.Романов илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Альбина Юрату сăвăç сăвăсем вуларĕ. Тавăтри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Уява пынисене курав та илĕртрĕ, вырăнти ăстаçăсен япалисем кашнинех тыткăна илчĕç.

Çапла калаçса татăлчĕç: çитес çул ноябрĕн 8-мĕшĕнче Шураç ялĕн уявне туса ирттермелле.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2008
00:00
Поделиться
;