Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Сывă çыншăн пĕтĕмпех лайăх»

Çакăн пек тĕллевпе иртнĕ Элĕкри культурăпа кану цетрĕнче сывă пурнăç йĕркине  халалланă мероприяти. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 учрежденири агитбригадăсем сывă пурнăç йĕркине тата йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет пуянлăхне кăтăртнă. Районти конкурс «Агитпрограмма» тата «Агитспектакль»  номинацисемпе иртнĕ. Палах, кашни коллектив хальхи вăхăтра çамрăксем умĕнче тăракан  социаллă çивĕч ыйтусене  хăйне евĕр уçса пама тăрăшнă.  Жюри вара Питĕшкасси шкулĕн агитбригади чи маттурри пулнине палăртнă. Ачасем паянхи çамрăксем хушшинчи хирĕçле пулăмсене  интереслĕ те сăнарлă  кăтартма пултарнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тени шкулĕ, виççĕмĕшсем – мăнямашсем. Кусем пурте «Агитспектакль» номинацире çĕнтернĕ. «Агитбригада» конкурса Мăн Вылă шкулĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тавăт тата Вутлан шкулĕсем.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;