Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуканесен çĕр-шывĕнчи урок

Ача-пăча искусствин шкулĕ пĕчĕккисене яланах хапăл. Чăваш Сурăм шкулĕ çумĕнчи пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕ çамрăк-ха. Искусство шкулĕн администрацийĕ анчахрах кунта вĕренекенсене Чĕваш Патшалăх пукане театрне илсе кайса килчĕ. Мĕншĕн-ха пуканесен театрне? Ара, ачасем  кăçал хăйсем те пуканесен театрне йĕркеленĕ вĕт-ха. Пĕчĕккисене «Али-баба тата 40 пуçтах», «Золушка» спектакльсем питех те килĕшнĕ. Юмахсенчи сăнарсем ачасен чĕрисене хытах тыткăнланă.

Спектакльсем хыççăн вĕсене театр кăтартса çÿренĕ. Театр ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ю.Филипповпа режиссера пулăшакан Л.Вдовцева ачасене юмах чĕлхипе пуканесем çинчен çав тери интереслĕ каласа панă. Юмахсен тĕнчинчи урок пĕчĕккисене питĕ килĕшнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 ноября 2008
00:00
Поделиться
;