Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ автомобиль уççине илнĕ

РФ Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи «Инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли хăш-пĕр мера çинчен» Указĕ тăрăх сусăрсене 2008-2009 çулсенче транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерессине вĕçлеме йышăннă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн кăçал автомашинăна е ун вырăнне пĕр хут уйăракан 100 пин тенкĕ компенсацие вăрçă инваличĕсем тата хăш-пĕр категорири инвалидсем илеççĕ.

Çак кунсенче республикăна «Лада» автомашинăсем килсе çитнĕ. Мартынкассинчи  Геннадий Куприянов, Мăн Вылăри Арсений Ефимов, Куракăшри Иван Максимов, Шĕнтрешри Федор Зайцев, Тури Вылари Алексей Яковлев çĕнĕ автомобиль уççине илнĕ.

Районта юлашки сакăр çулта вăтăр вăрçă ветеране «Ока» тата «Лада» автомашинасем панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2008
00:00
Поделиться
;