Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентешĕмĕр кĕнеке кăларнă

Çак кунсенче Маргарита Ильинан «Алтăр  çăлтăрпа тулсассăн» кĕнеки кун çути курчĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче çуралнă. Тавăт шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче ăс пухнă. Диплом алла илсен М. Ильина Шупашкарти 53-мĕш вăтам шкулта ĕçленĕ. 1998 çулта «Хыпар» издательство çуртне куçнă. 2000-мĕш çултанпа – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ. Литература каçалăкĕнче Рита АРТИ ятпа тăрăшсах вăй хурать, сăвăсем хайлать, юрăсем кĕвĕлет. «Тайма пуçăм, тăван ялăм…» манитоальбом (юрăсен пуххи) кăларчĕ.

Çакна та палăртмалла: Маргарита Михайловна, хăйĕн концерчĕсене те йĕркелеме пуçланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 ноября 2008
00:00
Поделиться
;