Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсем – сывă пурнăç йĕркишĕн

Районти вăрентÿ ĕçченĕсем спартакиади иртнĕ май Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта сĕтел теннисĕн ăмăртăвĕсем пулнă.

Ăмăртусене уйрăмшарăн та командăсемпе те хутшăннă. Пурĕ 9 шкулти вăрентекен вылянă. Хĕрарăмсенчен Карачура шкулĕнчи Л.Семенова чемпионка пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта  - Тавăт шкулĕнчи Л.Куликова,  виççĕмĕшенче  - Тени шкулĕнчи Л.Емельянова.

Арçынсенчен Вутлан шкулĕнчи К.Громов пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Н.Григорьевăпа (Юнтапа шкулĕ) В.Матвеев (Карачура шкулĕ).

Командăсен тупăшĕвĕнче пĕрремĕшсем – Тавăтсем. Иккĕмĕш вырăнта – Юнтапа шкулĕн учителĕсем, виççĕмĕшĕнче - карачурасем



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;