Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем пулăшупа усă кураççĕ

Çурт-йĕр çĕклесси нихăçан та çăмăл пулман. Çак ыйту уйрăмах çамрăксемшĕн йывăр. Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк мăшăрсенчен чылайăшĕ уйрăм çурт лартса  пурăнма кăмăлаççĕ. «Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕ хыççăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммăпа чылай çамрăк çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Çитес вăхăтра районти тепĕр çемье пурăнмалли вырăнсене çĕнетĕç.

Çакна палăртмалла, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çамрăксем ялтах тымар яраççĕ, хăйсен пурнăçне çуралса ÿснĕ кĕтеспе çыхăнтараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2008
00:00
Поделиться
;