Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем - çемье савăнăçĕ

Районти ЗАГС пайĕ кăçалхи ноябрь уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Ку тапхăрта районĕпе те 15 пепке кун çути курнă, вĕсенчен 10-шĕ – хĕр ача, 5-шĕ вара арçын ача. Пĕрремĕш ача 6 çемьене, иккĕмĕш ача 4 çемьене килнĕ, 3 çемье виççĕмĕш ачине пурнăç парнеленĕ, тăваттăмĕшĕ – 1, пиллĕкмĕш тĕпренчĕк пĕр çемьере çуралнă.

ЗАГС пайĕ палăртнă тăрăх кăçал ноябрь уйăхĕнче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан çут тĕнчерен уйрăлнисен шучĕ чакнă. Çавна май 38 акт çырса хатĕрленĕ, вĕсенчен хĕрарăмсемпе  арçынсен шучĕ те пĕрешкелех.

Çавăн пекех палăртнă уйăхра 10 мăшăр çемье çавăрма пултарнă, уйрăлакансем – 4 мăшăр. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2008
00:00
Поделиться
;