Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем – иккĕмĕшсем

ЧР тĕп суйлав комиссийĕ январь уйăхĕнче территори суйлав комиссийĕсем хушшинче информаци ĕçне лайăх йĕркелессипе, суйлавçисене право енĕпе ăнлантарассипе, суйлав йĕркелекенсене вĕрентессипе конкурс пуласси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Территори суйлав комиссийĕн членĕсен пуçарулăхĕ çитĕнÿ тума май пачĕ. Суйлавçăсен активлăхĕ ÿсрĕ, йĕркене пăхăнманни те пулман.  Районти территори суйлав комиссийĕ суйлава тивĕçлипе ирттерни шăпах çавăнтан килнĕ те. ЧР тĕп суйлав комиссийĕ, конкурса тăратнă материалсен пахалăхне шута илсе элĕксене иккĕмĕш вырăн панă. Çавна май Тав çырăвĕпе тата укçан премипе чысланă. Элĕкри территори суйлав комиссийĕн членĕсем чăннипех те мухтанмалăх ĕçĕ пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 декабря 2008
00:00
Поделиться
;