Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

11 уйăхра 164 ача çуралнă

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи 11 уйăхра 164 ача çурални çинчен акт çырнă. Çакă  иртнĕ çулхи 11 уйăхринчен 19 пепке сахалтарах. Арçын ачасем – 85, хĕр ачасем – 79.

57 çемьене пирвайхи кайăк килнĕ, иккĕмĕш ача – 58 çемьере, 28 пепке виççĕмĕш пулса тăнă, 14 ача – тăваттăмĕш, 6 – пиллĕкмĕшсем, тепĕр çемьере  улттăмĕш ача çуралнă.

Çын вилесси пĕлтĕрхинчен чакнă. Кăçал 340 çын леш тĕнчене кайнă, вĕсенчен арçынсем – 172, хĕрарăмсем – 168. Районта иртнĕ çулхи 11 уйăхринчен  20 çын сахалтарах вилнĕ. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 60 çул, хĕрарăмсен – 78 çул. Кăрлач-чÿк  уйăхсенче 96 мăшăра регистрациленĕ, 42 мăшăр уйрăлас тенĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;