Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Шевле» - искусство шкулĕнче

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçăлнă. Унăн тивĕçĕнче çитĕнекен ăрăва эстетика воспитанийĕ парасси тата художествăлла пултарулăха аталантарса пĕлÿ илме пулăшасси. Паянхи куна районти тĕрлĕ шкулсенче ăс пухакан 254 ача вĕренет. 

Хореографи уйрăмĕн преподавателĕ Ирина Терентьева ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен  шкул администрацийĕ умĕнче те хисепе тивĕçнине палăртмалла. Вăл ертсе пыракан ушкăн куракансен чĕрисене тахçанах  тыткăнланă.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарти телерадиокомпанин «Шевле» программи Элĕкри искусство шкулĕн «Ладушки» ташă ушкăнĕ патĕнче хăнара пулчĕ. Пултаруллă пĕчĕк ташăçсем М.Карягинăна хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Ташша юратакан пĕчĕк артистсемпе хатĕрленĕ «Шевле» передача эфира раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухать.  

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;