Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинке» юррисем

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче халăх коллективĕ ятне илнĕ ушкăнсем темиçе те, ăна вĕсем кашни çулах çирĕплетме пыраççĕ. Сăмахран, «Валинке» халăх фольклор ансамбльнех илер. Вăл хăех виçĕ ушкăнран тăрать: пĕринче аслă ÿсĕмри çынсем,  иккĕмĕшĕнче – вăтам çулхисем, виççĕмĕшĕнче – ачасем. Тÿрех каламалла: çамрăксене чăваш халăх юрри-кĕввипе, йăли-йĕркипе, ташшипе кăсăклантарни пархатарлă.

1993 çулта йĕркеленĕ ансамбле. Элĕк ен ĕлĕкрен юрă-кĕвĕ юратнă. Авалхине манас мар, асаттесемпе асаннесен ырă йăли-йĕркине тытса пырас, сăна ламран-лама куçарас тесе чăмăртаннă та «Валинке» ушкăн. Çавна май центр ĕçченĕсем ялтан-яла çÿресе ватăсенчен пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă авалхи юрăсене. Çапла вара репертуар Сурăм, Тени, Кĕçĕн Тăван, Выла, Татмăш, Юнтапа тата ытти хăш-пĕр тăрăхри юрăсемпе пуянланнă.

- Паянхи кун та мĕн пуррипе лăпланмастпăр, халăх юррисене татах та пухса репертуара анлăлатасшăн, - тет ушкăн ертÿçи Л.Филиппова.

 «Валинкке» ансамбль районти мероприятисене çеç хутшăнмасть, тĕрлĕ çĕре çитет. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальте пĕр хутчен мар лауреат пулса тăнă. Регионсем хушшинчи «Культура пуян – Раççей пĕрре» çамрăксен 2-мĕш фестивалĕнче палăрнă. Кăçал Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче Пĕтĕм Раççейри фольклор ушкăнĕсен 5 фестивалĕнче II степенлĕ диплом тата хаклă парне çĕнсе илнĕ.

Сентябрьпе октябрь уйăхсенче Саратов облаçĕнчи Духовницк районĕн юбилейне тата Владимир облаçĕнчи Суздальте иртнĕ ярмăрккана хутшăнчĕç. Унтан та пушă алăпа таврăнмарĕç.



"Хресчен сасси"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;