Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Часавай çĕкленĕ

Крымсарайкка чиркÿллĕ ял пулни пуриншĕн те паллă. Турă çурчĕн алăкĕсем пĕр ĕмĕр каялла уçăлнă. Хыççăн ăна тĕпрен çĕнетсе пысăклатнă, унта икĕ хутлă шкул çĕкленнĕ. Ку вĕрентÿ учрежденийĕ çĕршер ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Мĕнех тăвăн, юлашкинчен синкерлĕ пулса тухнă унăн шăпи, çурт пушара пула пĕтнĕ.

Çакăнти саваплă вырăн вара ял çыннисемшĕн хаклă. Çавна тĕпе хурса ял тăрăхĕн администрацийĕ часавай уçма шутларĕ. Ку сĕнÿпе вырăнти депутатсем, ял-йыш та килĕшрĕç.

Часавай тăвассипе ĕçсем пуçланчĕç. Унăн никĕсне хывса хăварнă, ытти строительство материалĕсем те çителĕклĕ. Çĕнĕ çулта часавай ĕçе кайĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;