Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хушма хуçалăхсем аталанаççĕ

Кăçалхи чÿк уйăхĕнче районти харпăр хăй хушма хуçалăхсем 579 тонна аш-какай (пĕлтĕрхинчен 30,4 процент нумайрах), 1380 тонна сĕт (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 115 процент) туса илнĕ.

Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенче мăйракаллă 10858 шултра выльăх (районти мĕн пур шултра выльăхăн 78,8 проценчĕ) шутланнă. Çавăнтан ĕнесем – 5281 пуç.  Выльăхсен йышĕ «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пурнăçланипе ÿсет. Ку проектпа килĕшÿллĕн кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 395 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ 56 миллион та 693 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;