Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аташсем кинора выляççĕ

Чăваш ен тĕп хулинче Шупашкарта Раççейри пĕчĕк халăхсемпе регионсен кинофестивалĕ вĕçленнĕ. Унта ытти картинăсемпе пĕрле «Вырма вăхăчĕ» («Время жатвы») кинофильм та кăтартнă. Ку лентăна çĕр-шыври паллă кинорежиссер Марина Разбежкина Чăваш енре чылай эпизодсене Элĕк районĕнче ÿкернĕ. Малтан кĕске метражлă фильм кăна кăларма палăртнă, республика правительстви укçа-тенкĕ чылай уйăрса панине тата вырăнти халăх нумай пулăшу кÿнине пула экрансем çине сулăмлă картина тухнă.

Фильмра тĕп геройсем тăваттăн, вĕсенчен иккĕшне режиссер пирĕн районта тупнă.  Вĕсем икĕ Дима: Яковлев тата Ермаков. Пĕрремĕшĕ Элĕкрен, иккĕмĕшĕ Тури Выла ялĕнчен, пĕри Элĕк, тепри Ураскилт шкулĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Димăсем аташсем кăна мар, иккĕмĕш сыпăкри тăвансем те.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2008
00:00
Поделиться
;