Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул çÿреме пĕчĕклех вĕренеççĕ

Çул çинче çÿремелли правилăсене пĕрле асра тытни пурне те хăрушлăхран сыхланма пулăшни  каламасăрах паллă.

Анчахрах кĕçĕн классенче вĕренекенсем районта ирттернĕ «Асăрханăр - çуран çÿрекен!» акцие пухăнчĕç. Унта çулçÿревпе хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ Сергей Яковлев çул çÿремелли правилăсемпе, тĕп ăнлавсемпе тата терминсемпе, çуран çÿрекенсен, пассажирсемпе водительсен тивĕçĕсемпе светофор сигналĕсемпе, çул паллисемпе паллаштарчĕ, çул çÿремелли правилăсене пăснăшăн мĕнлерех явап тыттарасси çинчен каласа пачĕ.

Кашни ача «Пĕчĕкçĕ хĕлхем - çул çутти» йăрăмлă татăк илчĕ. Ăна тумтир çине çыпăçтараççĕ. Вăл тĕттĕмре водительсене лайăх курăнать.

Пĕлÿ акцийĕ республикăри çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрăн «Светофорсем юрланă чух» концерчĕпе вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 декабря 2008
00:00
Поделиться
;