Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Клубсем хушшинче – чи малтисем

 «Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ» культура учрежденийĕ регионсем хушшинчи «Клуб инновацийĕсенчен чи малти» тăваттăмĕш конкурса хутшăннă. Унта элĕксем «Вырăнти пĕрлĕхсен культурăпа социаллă пуçарăвĕсем» номинацире 2-мĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ.

Конкурса хутшăнма «Тимлĕх» клуб программи» проект хатĕрленĕ, авторĕ – культурăпа кану центрĕн ертÿçи Любовь Константинова. Тĕп çул-йĕрĕ – усрав çемьесене вĕрентÿ ĕçĕпе тата информаципе тивĕçтересси. Асăннă проектпа «Ют ачасем пулмаççĕ» ятпа культурăпа кану центрĕн методисчĕ Алена Судман паллаштарнă. Вăл кĕскен проект программи унăн тĕллевĕсем çинчен каласа панă. Проектăн тĕп шухăшĕ çакă: ачасене воспитани парас ĕçри чи малта – ашшĕ-амăшĕсем. Енчен те вăл е ку сăлтавпа ача ашшĕпе амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлать пулсан, Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Тимлĕх» клуб ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшне тата ачасене çĕнĕ çемьере пурăнма хăнăхмашкăн условисем туса парать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 декабря 2008
00:00
Поделиться
;