Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсем такăрланчĕç

ЧР Президенчĕн программине пурнăçласа, юлашки вăхăтра çул-йĕр строительстви енĕпе пысăк ÿсĕмсем турăмăр.

Маларах малашлăхсăр тесе палăртнă пĕчĕк ялсене те халĕ асфальтлă çулсем кăреççĕ. Анаткас Çулавăç ялĕнче хĕрÿ ĕçсем пычĕç. Урам варрипе иртекен çул халĕ тап-такăр, ăна асфальтпах хытарнă.

Самушка ялĕнче пурăнакансем те савăнăçа туйса илчĕç. Кунти лавкка патне тип-тикĕс çул илсе çитерет халĕ.

Чулкаç, Шуркасси (Этмен), Шур Пусай ялĕсене те çыхăнтарчĕ такăр çул. Условисем лайăхланни кунти çынсен кăмăлне çĕклет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;