Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооператорсем халĕ те малта

Районти потребительсен обществин кăçалхи 11 уйăхри пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 313,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен  10,9 процент нумайрах. Пĕтĕм тупăшран 308,2 миллион тенкине (111 процент) таварсене ваккăн сутнипе илнĕ, 5,2 миллион тенки (1095 процент) – курттăм тавар çаврăнăшĕ.

Кăçал хатĕрлев таварçаврăнăшĕ иртнĕ çулхинчен 3,7 процент чакнă.

Харпăр хăй продукцине 16,7 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи 11 уйăхрипе танлаштарсан 120,5 процент) туса кăларнă. Райпо предприятийĕсем хăйсен вăйĕпе хатĕрленĕ продукци 26,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă вăл 2007 çулхи 11 уйăхринчен 4 миллион та 541 пин тенкĕ нумайрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;